Кăшт маларах кунти шкулта 


Мы поможем в написании ваших работ!



ЗНАЕТЕ ЛИ ВЫ?

Кăшт маларах кунти шкулта

 

ТОЙКИЛТĔ ШКУЛĔНЧЕ ĔÇЛЕНĔ ВĔРЕНТЕКЕНСЕНЕ ХАЛАЛЛАСА

 

АСРА ЮЛĔ ТĂВАН ШКУЛ!

 

ЛАРИСА СЕРГЕЕВА

 

АСРА ЮЛĔ
ТĂВАН ШКУЛ


Поэма-асаилÿ

 

 

 

 

                  

 

Тойкилтĕ шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ вĕрентекенсене халаллатăп

 


Сергеева Л. И. 2022


I

Тойкилтĕ ялĕн пуçĕнче

Шкул çурчĕ шуррăн курăнать,

Сип-симĕс чăрăш хушшинче

Халь вăл пит тăлăххăн ларать.

 

Пĕрремĕш хут шкула ку çул

Чĕнмерĕ кĕмĕл шăнкăрав –

Тойкилтĕ шкулĕ шăплăхра,

Сар çулçăпа хупланнă çул.

 

Пуш-пушă юлнă классенче

Янăрамасть ача сасси,

Кунта ирттернĕ çулсене

Юлать иккен асилесси.

 

Шкул çумĕпе çÿренĕ чух

Пăчăртанса илет-çке чун,

Хăр тăлăх çуртсене курсан

Килет куççулĕ капланса…

 

Вырăнти халăх кар тăрсан,

Пурте пĕр шухăшлă пулсан

Татах, тен, пурăнатчĕ шкул…

Халĕ вара вăл – чĕмсĕр чул.

 

Тинех кама-ши мĕн калас? –

Шăнкăрав чĕнмĕ тек шкула,

Ачасем лармĕç урокра,

Шавласа чупмĕç тăхтавра.

 

Ялта сахаллăн ачасем –

Çитет пÿрне те шутлама.

Урăх шкула çÿреç хăшсем…

Ним калама аптрамалла.

 

Вĕреннĕ пилĕк ял ачи:

Тойкилтĕ, Мăн Токшик, Шаптак

Малиновка та Платкасси.

 

Тап-такăр çул пулнă умра,

Чĕннĕ куллен пĕлÿ тĕнчи…

Ялсен шăпи ку таврара

Ытла та хурлă пулмĕ-ши?..

 

 

II

Тойкилтĕ шкулĕн нихăçан

Ырă ят-сумĕ çухалман.

Кунта вĕреннĕ ачасем

Ĕçпе йăлт ÿснĕ пиçĕхсе.

 

Тем чухлĕ ырă çын шкула

Ăс-тăн панишĕн тав калать.

Тĕрлĕ професси çыннисем

Çакăнтан тухнă вĕренсе.

 

Учитель, тухтăр, депутат,

Ÿнерçĕ, сăвăç, музыкант,

Капмар çуртсем çĕклекенсем,

Тыр-пул туса илекенсем…

 

Çулсем иртсессĕн те вĕсем

Тăван шкулта пуçтарăнаç,

Ачалăха аса илсе

Чуна уçса тек калаçаç…

 

Тантăшсене манран салам!

Пĕрле вĕреннине манман:

Асрах-ха урокра ларни,

Ушкăнпала вăй выляни.

 

Шкулта вĕреннĕ ыр çулсем

Аса килеç вĕçĕмсĕрех,

Пĕрле ăс пухнă тантăшсем

Чи çывăх тăвансем пекех.

 

 

III

Тойкилтĕ шкулĕн кун-çулне

Пĕрле кăшт йĕрлесе тухар,

Кунта ĕçленĕ çынсене

Ыр сăмахпа халь асăнар.

 

Сакăрвун виç çул каялла,

Ăнтăлнăран пĕлме хутла,

Майлаштарса чиркÿ çуртне

Ялта уçаççĕ тĕп шкулне.

 

Вăрçă кĕрленĕ çулсенче

Пурпĕр шкула хупса хуман,

Кирилл Степанччă чылайччен

Тилхепене алран яман.

 

Леонид Павлович ăсчах

Тĕпчев ĕçне кунта пуçлать.

Çур çул ĕçлет директорта

Тата кружок та пуçарать.

 

Радиосем пуçтарнипе

Ачасемпе мала тухать,

Будённый грамотисемпе

Ĕçне Тăван çĕршыв хаклать.

 

Садра темтепĕр лартнăран

Кĕрленĕ шкул Мускав таран.

Арбуз ÿстернĕшĕн шултра

Чысланă ВДНХра!

 

Кирилл Степанччă мăшăрне,

Евдокия Иваннăна,

Ал çиччĕмĕш çул кĕркунне

Панă-мĕн сумлă медальне.

 

Вуникĕ çул вăйне хурса

Ĕçленĕ вăл директорта.

Анастасия Васильнăна

Хăварнă вырăнне шанса.

 

Яваплăх пысăк пулнă ун –

Лăпкă ларман килте пĕр кун.

Çĕрне-кунне пăхмасăрах

Шкулта вăл пулнă яланах.

 

 

Ыйтатчĕ çирĕп урокра –

Пит хисеплеттĕмĕр ăна.

Тарăн пĕлÿ пама ун пек

Халь хам та тăрăшатăп тек.

 

Ленин колхоз ертÿçипе,

Андреев Алексейпеле,

Хатĕрлесе хучĕсене

Пуçарнă çĕнĕ шкул çуртне.

 

Тумалла пулнă Шаптакра –

Кайнă проект улăштарма.

Тойкилтĕ салинче вара

Шкул ирĕк панă хăпартма.

 

Вунвиçĕ çул чунне парса

Туртнă куллен лава çапла.

Çут ĕç отличникĕн ятне

Панă сума суса ĕçне.

 

Домна Никифоровнăна

Чысланă çав ятпах тата –

Юрланă ачасем ăста

Вĕрентекенĕ маттуртан.

 

«Хисеп Паллийĕ» орденне

Çакнă ун кăкăрĕ çине.

Çак орденсен кавалерне

Илнĕ çĕнсе вăл ыр ĕçпе.

 

Воронин Анатолине

Лартсассăн шкул директорне,

Пĕр шеллемесĕр сывлăхне

Тутарчĕ çĕнĕ шкул çуртне.

 

Шел, пулчĕ ĕмĕрĕ кĕске –

Унта курмарĕ ĕçлесе…

Ыр çыннăн, темшĕн, кунĕ çук –

Ăна эпир манассăм çук.

 

Анатолий Гаврилч чунтан

Çынна васкатчĕ пулăшма,

Пысăк чĕреллĕ пулнăран

Ялан пăхатчĕ ăш куçпа…

 

 

Мăшăрне пулăшнă ĕçре

Зоя Ивановна куллен.

Упрать ăна вăл чĕрере,

Кайнă пулсан та çĕр çинчен.

 

Тăван чĕлхе пуянлăхне

Пире вĕрентрĕ хаклама.

Ĕç ветеранĕн медальне

Тивĕçлĕ пулчĕ вăл çакма.

 

Ашшĕпе пиччĕш çулĕпе

Шкул хыççăн ман анне каять,

Ыр çын пулма ĕмĕрĕпе

Ачасене вăл ăс парать.

 

Малтан ĕçлерĕ Турайра,

Куçрĕ унтан Тойкилтĕне.

Кăмăлĕ ăшă пулнăран

Пит юратаççĕ аннене.

 

Игнатьев президент ăна

Парса чысларĕ тав хутне.

Чи çывăх, хаклă çыннăма

Сунатăп вăрăм кун-çулне.

 

 

Воронинсен династине

(Кукаç, кукка, инке, анне)

Сума сăваççĕ таврара,

Манмаççĕ пурпĕр халăхра.

 

Рена Ивановнăна та,

Пĕрремĕш вĕрентекене,

Вĕçтернĕшĕн парса çунат

Сунас килет ыр сывлăхне.

 

Ун чухнехи шкул завучне,

Александр Васильчăна,

Калас килет тав сăмахне

Ĕçленĕшĕн парса чуна.

 

Пулнă вăл ăслă, вашават,

Паратчĕ ыр сĕнÿ-канаш…

Кайран, кайсан института,

Тухрĕ унта кандидата.

 

Çав вăхăтри учительсем –

Тарăн пĕлÿллĕ ыр çынсем.

Юлчĕ чунра вĕсен çути…

Пуçа таяп çĕре çити.

IV
Сакăрвун çиччĕмĕш çулта

Çĕнĕ шкула ячĕç хута –

Ик хутлă шурă чул çурта

Вĕренме куçрăмăр йышпа.

 

Çап-çутă, аслă класĕсем,

Тем вăрăмĕш коридорсем,

Спортзал, столовăй – пур йăлтах,

Ачасем савăнчĕç хытах.

 

Вăтам пĕлÿ пама шкулта

Йышăну турĕç çав çултан,

Вунвиçĕ çул директорта

Валерий Филипч пулчĕ кунта.

 

Çут ĕç отличникĕн ятне

Панă ăна çулсем кайсан.

Шкулта ĕçленĕ çулсене

Аса илет пуль вуласан.

 

Хăй еккипех каять кунçул,

Мала васкать çул хыççăн çул –

Çиррĕмĕш ĕмĕр вĕçленет,

Çирĕм пĕрремĕшĕ çитет.

 

Шкулта директор улшăнать –

Игорь Аркадьевич пулать.

Çамрăк ертÿçĕ тăрăшать,

Çĕр тĕрлĕ ыйтăвне татать.

 

Шкула газ çитерес тесе

Пĕрле вăй хунă ун чухне.

Президент Фёдоров килсе

Хăех тивертрĕ çулăмне.

 

Ача пахчи каллех ĕçлет,

Шкулти автобус та çÿрет,

Туса лартаççĕ çĕн гараж,

Карта тытаççĕ шкул тавра.

 

 

Çурта тирпей те хăт кĕрет,

Спортзал татах илемленет,

Кабинетсем пуянланаç –

Компьютерсем лартса параç.

 

Çак тăрăхри виçĕ ялтан

Хаяр, хăрушă вăрçăра

Пуç хунă сахал мар салтак…

Пулнă вĕсем ăшра, чунра.

 

Паттăрсен çутă ячĕсем

Юлччăр тесе ялан асра,

Шкул картипе юнашарах

Лартаççĕ палăк çĕклесе.

 

Тăван енри çырма-çатра

Алă пин тĕп йывăçпала

Тулчĕ ун чух эпир лартсан –

Ÿсеççĕ халĕ кашласа.

 

Данилов депутатпала

Çуллен ирттернĕ ăмăрту…

Кĕр! Кĕрлесе тăратчĕ шкул –

Вĕрен те пултаруллă пул!

 

Мăшăрăма тĕрек парса

Кунтах вĕрентрĕм тăрăшса:

Çĕнтернĕ тĕрлĕ конкурсра,

Пĕлÿ те панă урокра.

 

Вунвиçĕ çул директорта

Вăй хучĕ вăл ырми-канми,

Кун каçипе пулнă шкулта –

Çулĕсем чупрĕç чарăнми.

 

Раççей Хисеплĕ ĕçченне –

Вĕрентÿн сумлă паллине –

Пачĕç хастар ертÿçĕне

Тунăшăн пысăк ÿсĕмне.

 

V

Ларчĕ кайран директора

Людмила Алексеевна.

Сакăр çул иртрĕ унтанпа,

Коллектив улшăнчĕ кунта.

 

Кăштах юсарĕç шкул çуртне:

Сарчĕç çÿлти çивиттине,

Çирĕплетрĕç никĕсне,

Турĕç шалта та нушникне.

 

Анчах пырать шкул ватăлса –

Пысăк юсав пачах пулман.

Гаражĕ анчĕ йăтăнса,

Ларать, ав, садик юхăнса.

 

Çивиттинчен шыв кайнăран

Пăрахăçларĕç те – кайран

Пушанчĕ тĕппипех вара,

Картишĕнче те хыт-хура.

 

Пулнă унччен чипер çуртах,

Пÿлĕмĕсем те пит паха.

Шкула кĕтет-ши çав шăпах?

Шухăшлама та халь хăрап…

 

Малтан, вăтам шкула хупсан,

Юлчĕ Тойкилтĕре тĕп шкул,

Халь, тĕппипех хупса хурсан,

Ларĕ пуш-пушă пысăк çурт…

 

 

VI

Ĕç вырăнĕ ялта çукрах,

Çамрăкĕсем те сахалрах.

Шкулпа пĕрле ял пушанать –

Ачасен йышĕ пит чакать…

 

Эп никама айăпламас,

Сăмах тĕксе те каламас –

Чун ыйтнипе çакна çырап,

Куççулĕ витĕр шăрçалап.

 

Тойкилтĕ шкулĕн кун-çулне

Пăртак чухлаччăр ачасем,

Вĕрентекенĕн ыр ĕçне

Пĕлейччĕр хаклама вĕсем.

 

Çыртăм кунта мĕн пĕлнине –

Каçарăрах пĕлменнине.

Чĕррисене халь тав тăвап,

Вилнисене те асăнап.

 

Степановсен, Ивановсен,

Воронинсен, Яниковсен,

Фёдоровсен, Егоровсен –

Вĕрентекен династисем.

 

Асăнайманшăн пур ята

Ан кÿренсемĕр, тупата.

Шкулта ĕçленисем нумай,

Пĕлменнисем те пур чылай.

 

Манмаççĕ халăхра пĕрех –

Пуçа таяç хисеплесе.

Ыр вăрлăх акнă ыр çынсен

Çут ячĕсем те чĕререх.

 

Учитель ĕçĕ çăмăл мар –

Ялан шкулта вăл чунĕпе.

Кÿтĕрччĕ пурпĕр пархатар,

Тивĕçтĕр пысăк хисепе.

 

VII

Юратнă шкулăм! Сывă пул!

Юлăн асра яланлăха!

Кÿршĕ шкула выртать ман çул –

Унта халь акăп вăрлăха.

 

Пит хăтлă шкул – Чуманкасси,

Таса, тирпейлĕ пÿлĕмсем.

Кĕрсен – ача-пăча сасси,

Сăпайлă, кăмăллă хăйсем.

 

Ку шкул та маншăн вăл ют мар –

Пĕр çул вĕрентнĕ эп унта.

Аттелĕх вăрçиччен кунта

Ĕçленĕ çывăх ман тăван.

 

Тĕп шкулăн пĕрмĕш ертÿçи –

Гаврил Воронин – кукаçи.

Кайран, лартсан прокурора,

Тек ĕçлемен шкулта вара.

 

Кукам паратчĕ каласа:

Ун шăллĕ, Яковлев Хриссан,

Унччен вĕрентнĕ çак шкулта,

Кайран вăл пулнă вăрçăра.

 

Воронинсен династипе

Эп мухтанап тивĕçлипе.

Ĕç стажĕ – икçĕр çул ытла,

Сума сăваççĕ халăхра.

 

Шаннă ĕçе тĕплĕ тума,

Тĕрĕслĕхе тĕпе хума

Пире вĕрентнĕ ачаран –

Тăванăмсен ятне яман.

 

Тойкилтĕ шкулĕ хупăнни

Ан пултăр ялĕ пушанни.

Çуралса ÿсчĕр ачисем,

Çĕкленччĕр хăтлă пÿрчĕсем.

 

Шкулта ан ÿстĕр хыт-хура,

Çурт усă кÿтĕр халăха.

Халь пусарап та кăмăла

Вĕçлетĕп хамăн сăмаха.

 

Çитменнине те çитерме,

Ытлашшине те каçарма

Сана ыйтатăп, вулакан, –

Çапла курап тивĕçĕме.


 

Тойкилтĕ шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче директор пулнă çынсем:

 

1 Ерусланова Евгения Илларионовна
1939 ç. август – 1941 ç. 9 ноябрь;

2 Афанасьев Михаил            
1941 ç. – 1942 ç.

3 Антонов Степан Антонович /ВРИО/
1942 ç. – 1943 ç. октябрь

4 Степанов Кирилл Степанович        
1943 ç. 2 октябрь – 1956 ç.

5 Сергеев Леонид Павлович  
1956 ç. – 1956 ç. декабрь

6 Артемьев Герман Артемьевич   
1957 ç. январь – 1959 ç. 2 июль

7 Корольков Алексей Иванович   
1959 ç.15 август – 1960 ç. 20 август

8 Степанова Евдокия Ивановна    
1960 ç. 20 август – 1972 ç. февраль

9 Иванова Анастасия Васильевна   
1972 ç. февраль – 1985 ç. август

10 Воронин Анатолий Гаврилович
1985 ç. август – 1987 ç. январь

11 Иванов Валерий Филиппович    
1987 ç. март – 2000 ç. июль

12 Сергеев Игорь Аркадьевич
2000 ç. август – 2013 ç. сентябрь

13 Иванова Людмила Алексеевна      
2013 ç. декабрь – 2022 ç.

 

 

 

Автор – Лариса Сергеева (Павлова)

Вырăс чĕлхипе тата литературипе
пĕлÿ паракан аслă категориллĕ вĕрентекен,
Воронинсен учитель династине тăсаканĕ

 

Тойкилтĕ шкулĕ пĕтĕмпе 83 çул (1939–2022)
 ĕçленине шута илсе поэмăна 83 строфаран
 йĕркелерĕм. Шкул ячĕ, унăн кунçулĕ хут
çинче те пулин юлтăр. Асăмра вара вăл
 яланах пурăнĕ!



Поделиться:


Последнее изменение этой страницы: 2024-07-06; просмотров: 38; Нарушение авторского права страницы; Мы поможем в написании вашей работы!

infopedia.su Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав. Обратная связь - 216.73.217.128 (0.008 с.)