Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника Васильевна 


Мы поможем в написании ваших работ!



ЗНАЕТЕ ЛИ ВЫ?

Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника Васильевна

"Чăваш юмахĕ"тата "Чăваш ача-пăча юрри" номинацисене яракан ĕçсене видеона йышăннă май алă вĕççĕн регистрацилетпĕр, вĕсен электронлă майпа регистрациленме май туман. Ку номинацисене хутшăнакансен заявленисемсĕр пуçне конкурса хутшăнма ыйтса таблица евĕр заявка çырмалла (Хутшăнакан(сен) хушамачĕпе ячĕ, хайлав ячĕпе тĕсĕ, шкул е организаци ячĕ, педагогпа операторăн Хушамачĕпе ячĕ, Ашшĕ ячĕ).

 

2.  Хăвăр суйласа илнĕ хайлавпа ÿкернĕ видеона (е видео ăçта вырнаçнине кăтартакан каççа) заявленисемпе пĕрле (1-мĕш хушăм) конкурса ярса памалла .  

Видеофайл ятĕнче Шкул ячĕ (кĕске форма, регистрациленнĕ чухне çырнă пек!), хайлав авторĕ (пур пулсан), хайлавăн е вăйăн ячĕ, кам(сем) вулани е вылянине кăтартакан информаци пулмалла.

Тĕслĕхсем:

Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника Васильевна

Хурашашри тĕп шкул Вăйă Кăшманла Шкул ачисем

Хурашашри тĕп шкул Асамат С Тетте Петрова Вероника Васильевна

Видеофайл е видеокаçă ятне урăхла çырсан ĕçсене йышăнмаççĕ, мĕншĕн йышăнманнине пĕлтерсе тăмаççĕ.

Заявленисем виçĕ çыннăн кирлĕ - ача ашшĕ-амăшĕн, педагогăн тата операторăн. Заявленисене алă вĕççĕн тултармалла, алă пусмалла, алă пуснине пичетпе çирĕплетмелле, сканерламалла е фотоаппаратпа ÿкерсе илсе ярса памалла. Заявленисене тĕрĕс мар пулсан (алă пусман, пичет çук тата ытти те)  заявленисене тата видеона йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ.

Видеоматериалсене конкурса çитермелли майсем

- Хăвăрăн видеоматериала http://www.youtube.com/ видеохостингра вырнаçтарса видео каççине «Шкул ТВ» редакцине (civhim2@yandex.ru) ярса памалла.

- Енчен те ку ĕç сирĕншĕн кăткăс пулсан видеона «Шкул ТВ» редакцине электрон почтăпа ăсатма пултаратăр.

-  Видеоматериала, электрон почтăпа ярса пама май килмесен, Яндекс.Диск е Майл.Облоко сервиссенче вырнаçтарма сĕнетпĕр, каçăна civhim2@yandex.ru адреспа ямалла.

Заявленисем видеопа е видео каççипе пĕрле пулмалла.

Конкурс ирттерекенсем ярса панă видеосемпе ирĕклĕнех усă курма пултараççĕ.



Поделиться:


Последнее изменение этой страницы: 2024-07-06; просмотров: 33; Нарушение авторского права страницы; Мы поможем в написании вашей работы!

infopedia.su Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав. Обратная связь - 216.73.217.21 (0.008 с.)