Заглавная страница Избранные статьи Случайная статья Познавательные статьи Новые добавления Обратная связь FAQ Написать работу КАТЕГОРИИ: ТОП 10 на сайте Приготовление дезинфицирующих растворов различной концентрацииТехника нижней прямой подачи мяча. Франко-прусская война (причины и последствия) Организация работы процедурного кабинета Смысловое и механическое запоминание, их место и роль в усвоении знаний Коммуникативные барьеры и пути их преодоления Обработка изделий медицинского назначения многократного применения Образцы текста публицистического стиля Четыре типа изменения баланса Задачи с ответами для Всероссийской олимпиады по праву
Мы поможем в написании ваших работ! ЗНАЕТЕ ЛИ ВЫ?
Влияние общества на человека
Приготовление дезинфицирующих растворов различной концентрации Практические работы по географии для 6 класса Организация работы процедурного кабинета Изменения в неживой природе осенью Уборка процедурного кабинета Сольфеджио. Все правила по сольфеджио Балочные системы. Определение реакций опор и моментов защемления |
Тест для учителей чувашского языкаСодержание книги
Поиск на нашем сайте
1. Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхесен йышне кĕрет? - финн чĕлхисен йышне - тĕрĕк чĕлхисен йышне - монгол чĕлхисен йышне - славян чĕлхисен йышне 2. Пĕр тымартан пулса кайнă сăмахсене мĕнле калаççĕ? - тăван чĕлхесем - хурăнташ чĕлхесем - пĕр тымарлă чĕлхесем - çывăх чĕлхесем 3. Мĕн вăл историзм? - халь усă куракан сăмахсем - пурте пĕлекен сăмахсем - ĕлĕк каçарура усă курнă,халĕ манăçа тухнă япала ячĕсем - истори кĕнекисенчи мĕн пур сăмахсем 4. Чăваш алфавитĕнче пурĕ: - 17 уçă,20 хупă сасă - 13 уçă, 22 хупă сасă - 11 уçă, 22 хупă сасă - 13 уçă, 24 хупă сасă 5. Тĕрĕк халăхĕсем шутне пурĕ миçе халăх кĕрет? - 27 халăх - 24 халăх - 23 халăх - 26 халăх 6. Мĕн вăл грамматика? - синтаксиспа лексика - лексикăпа морфологи - фонетикăпа графика - морфологипе синтаксис 7. Ача-пăча калаçни пахчара ян-ян каять. Ку предложени: - хутсăр - пăхăнуллă хутлă - сыпăнуллă хутлă - союзсăр хутлă 8. Çак предложенин хăш схеми тĕрĕс?
1
2.
Çуркунне çывхарса килнине туйма пулать:сăртсем çинче юр ирĕлни курăнать,таçта аякра тÿпе кăвакарни палăрать. 9. Атăл çи Пăлхар патшалăх гербĕ: - пулă-шыв хуçи,шыв хăвачĕ. - кашкăр-уй хуçи, çут çанталăка тасалăхра тытакан вăй. - упа-вăрман хуçи, чăвашăн чи пысăк хăвачĕ. - бар-кушак йăхĕ, сассăр çÿрекен, никамран та хăраман ирĕклĕ хăват. 10. Мĕн вăл сингармонизм? - предложенири сăмахсен килĕшĕвĕ. - сăмахри сасăсен килĕшĕвĕ - сăмахри сасăсен пĕрпекленĕвĕ - сăмахри сасăсем тухса укни 11. Хунчăкам тесе кама калаççĕ? - упăшкан шăллĕне - арăмăн пиччĕшне - арăмăн шăллĕне - упăшкан пиччĕшне 12. Çак сăвă йĕркисем камăн? Кам-ха, кам çак халăха пĕлет: Вăл çĕр-пин сăмахпала пуплет. Çĕр-пин юрă-çемĕ кĕвĕлет, Çĕр-пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет… - Яков Ухсайăн - Петĕр Хусанкайăн - Çеçпĕл Мишшин - Митта Ваçлейĕн 13. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕн авторĕсем: - Илле Тукташ, Г.Лебедев. - В.Урташ, Ф.Лукин. - П.Хусанкай, Г.Хирбю. - Н.Ваçанкка, А.ОрловШуçăм. 14. Иван ЯковлевичЯковлев хăçан тата ăçта çуралнă? - 1868 çулта, Тутарстанăн Аксу районĕнчи Çĕнĕ Усел ялĕнче. - 1848 çулта,Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Саплăк ялĕнче - 1849 çулта,Тутарстанăн Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче - 1848 çулта,Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 15. Шухăш тĕшши тесе мĕне калаççĕ? - шухăш тăрăх предложенири тĕп ыйту çине хуравлакан сăмаха - предложенири ытти сăмахсене пăхăнман тĕп члена - япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена - пĕр ыйтурах тăрса предложенире пĕр сăмахпах çыхăнакан члена 16. П.Н.Осипов çырнă трилоги хăшĕ? - «Кăра çилсем» - «Сĕве Атăла юхса кĕрет» - «Элкей таврашĕ» - «Айтар» 17. «Салампире» усă курнă çак йĕркесенчен хăшĕ хайлав шухăшне уçса парать? - «Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх, арăм ĕмĕрĕ – яланлăх». - «Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн» - «Юратса кĕтме пĕлекенсем,шанчăка çухатманнисем - телейлĕ!» - «Чыса çамрăкран упра» 18. А.Артемьев çырнă «Симĕс ылтăн» хайлава мĕнпе повесть теççĕ? - Автобиографилле повесть - Историлле повесть - Психологилле повесть - Приключенилле повесть 19. «Ягуар» калава кам çырнă? - А.Кипеч - М.Кипек - Л.Агаков. - В.Туркай 20. 1822 çултаН.Я.Бичурин Вырăс патшалăхĕн столицине Петербурга таврăннă, анчах ăна тĕн сучĕпе айăпланă, утрав çине ссылкăна янă.Мĕншĕн? - Тĕн йăлийĕркисене пăснă тесе айăпланă - Тĕн ĕçĕпе ĕçлемесĕр пурăннă тесе айăпланă - Чиркÿ пурлăхне сутнă тесе - Тăван çĕр-шыва сутнă тесе 21. В.Алентей повеçе мĕншĕн «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» тесе ят панă? - Хырсем Гриша Антоновăн палăкĕ вырăнне шутланаççĕ - Çамрăкла вилнĕ паттăрсем нихăçан та ватăлмаççĕ,ĕмĕрех çамрăк тăраççĕ. - Икĕ хуравĕ те тĕрĕс мар - Икĕ хуравĕ те тĕрĕс 22. Мĕн вăл романтизм? - Литературăпа ÿнер юхăмĕ; унăн тĕллевĕ - пурнăçа пур май таран тулли те тĕрĕс сăнласси - 19-мĕш ĕмĕрти литература юхăмĕ;вăл расна йышши вăйлă характерсене сайра тĕл пулакан ларутăрура сăнлать - 19-20-мĕш ĕмĕрсенчи реализм традицийĕсене татнă юхăмсен пĕрлехи ячĕ 23. Чăваш литературинчи эрех сиенĕ çинчен сăнлакан хайлавсем: - Марфа Трубина «Хăнаран», Б.Чиндыков «Аçу» - Марфа Трубина «Асăнмалăх,савăнмалăх», Л.Агаков «Салтак ачисем» - Илпек Микулайĕ «Госпитальте», Исаев Мĕтри «Лисук чăптаçă» - Н.Мăранькка «Ĕмĕр сакки сарлака», А.Артемьев «Салампи» 24. Союзсăр хутлă предложенири хутсăр предложенисене пĕр-пĕринпе мĕн çыхăнтарать? - интонаци пĕрлĕхĕ - пайсен вырăн йĕрки - аффикс - хыç сăмах 25. Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»çак йĕркесене кам каланă? - Çеçпĕл Мишши - Петĕр Хусанкай - Константин Иванов - Яков Ухсай 26. Хăш ваттисен сăмахĕнче хыç сăмах пур? - Хитре çеçкен кунĕ кĕске. - Пĕччен йывăçа çил ытларах тустарать. - Хурамана çамрăк чух аваççĕ. - Вăрман киле пушă ямасть. 27. Сыпăнуллă союзсен мĕнле ушкăнсем пур? - çыхăнтару,пĕрлештеру, уйăру. - сыпăнтару, хирĕçлев,уйăру. - пĕрлештеру,хирĕçлев,уйăру. - çыхăнтару, пĕрлештеру,хирĕçлев. 28. Чăваш чĕлхинче сыпăк тĕвви мĕнрен килет? - хупă сасăран - уçă сасăран - юнашар тăракан икĕ хупă сасăран - юнашар тăракан икĕ уçă сасăран 29. Мĕн вăл морфологи? - чĕлхе наукин пуплев пайсем, грамматика пĕлтерĕшĕ, грамматика формисемпе категорийĕсем çинчен вĕрентекен пайĕ. - сăмахсене сасăсемпе пусăм тĕлĕшĕнчен тĕрĕс калама вĕрентекен чĕлхе наукин пайĕ. - уйрăлми тачă çыхăннă сăмах майлашăвĕсем çинчен вĕрентекен пай. - пуплев епле йĕркеленнине тĕпчекен грамматика пайĕ. 30. Хăш паллă çыравçăсем Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ? - В.Элпи, М.Федоров. - Трубина Мархви, К.Иванов. - М.Волкова, Çеçпĕл Мишши. - Р.Сарпи, Юхма Мишши. 31. Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çинчен Украинăра камсем кĕнеке çырнă? - Ю.Збанайкий, П.Чичканов. - Павло Тычина,Ф.Покрышень. - Н.Рубис,С.Репьях. - Павло Тычина,Н.Рубис. 32. Чăвашла кинокартинăсем укерес ĕçе кам пуçарса янă? - Ф.П.Павлов. - И.С.МаксимовКошкинский. - П.Н.Осипов - Исаев Мĕтри 33. Сăпатлантару тесе мĕне калаççĕ? - пĕр ăнлав вырăнне тепĕр ăнлава тулашри е шалти çыхăнăвне кура калани. - çынна е пулăма ячĕпе калас вырăнне урăх сăмахсемпе калани. - çут çанталăк пулăмĕсене, япаласемпе ăнлавсене чунлă, чĕрĕ чун пек туса кăтартни. - пĕрпĕр япалана,пулăма витĕмлĕрех кăтартма ăна урăх япала е пулăм пек ытарлăн сăнлани. 34. Мĕн вăл аллитераци? - юнашар тăракан хупă сасăсем пĕрпекленни - хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни - уçă сасăсен янăравлăхĕ - хупă сасăсен янăравлăхĕ. 35. Халăх сăмахлăхĕнче тата илемлĕ литературăра этем пурнăçĕн пусине çут çанталăкри пулăмсемпе ытарлă кăтартнине мĕн теççĕ? (тĕслĕх, юман-атте, хăва-хĕр…) - танлаштарни - антитеза - эпитет - символ 36. К.В.Иванов чаплă «Нарспи» поэмине мĕнле сăвă виçипе çырнă? - силлабика - силлабо-тоника - тоника - пĕри те тĕрĕс мар 37. Мĕн вăл урок? - класа йĕркелени - вĕренÿ ĕçĕн тĕп форми - вăйă - пĕри те тĕрĕс мар 38. Икĕ сыпăклă сăвă виçисен ятне палăртăр: - дактиль - амфибрахи - ямб - анапест 39. Хăйĕн ĕçĕсенче чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине тата синтаксисне тĕплĕн те туллин çутатса паракан, тĕнчипе паллă 17 томлă словарь авторĕ: - Н.И.Золотницкий - Н.И.Ашмарин. - С.П.Горский - В.Г.Егоров.
|
||
|
Последнее изменение этой страницы: 2021-05-12; просмотров: 303; Нарушение авторского права страницы; Мы поможем в написании вашей работы! infopedia.su Все материалы представленные на сайте исключительно с целью ознакомления читателями и не преследуют коммерческих целей или нарушение авторских прав. Обратная связь - 216.73.216.10 (0.009 с.) |